Наговицын Вячеслав Лаврентьевич
| Наговицын Вячеслав Лаврентьевич | |
|---|---|
| Ҫуралнӑ | 1939 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ | 2023 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ (83 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Патшалӑх | |
| Пӗлӳ илни | |
| Ӗҫӗ-хӗлӗ | кĕвĕçĕ |
Наговицын Вячеслав Лаврентьевич (1939 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗ, Магнитогорск, СССР — 2023 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ, Санкт-Петербург, Раҫҫей) — Раҫҫей композиторӗ тата мусӑк педагогӗ. Раҫҫей Федерацин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1999).
Кун-ҫулӗ
Улан-Удэри сӗрме купӑс класӗпе музыка шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1954–1958 ҫҫ. Ленинградри М. П. Мусоргский ячӗллӗ мусӑк училищинче Борис Крюгер сӗрме купӑс класӗнче вӗреннӗ, ҫав вӑхӑтрах Иосиф Пустыльник ертсе пыракан пултаруллӑ композиторсен семинарӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Кайран Михаил Беляковӑн сӗрме купӑс класӗпе Виктор Волошиновпа Вадим Салмановӑн композици класӗпе Ленинградри консерваторинчен (1963) вӗренсе тухнӑ. 1963—1964 ҫҫ. сезонта Буряти оперӑпа балет театрӗн оркестрӗнче вылянӑ.
1964–1966 ҫҫ. Дмитрий Шостакович патӗнче аспирантурӑра вӗреннӗ, кайран ӑна хӑйӗн сӗрме купӑс концертне халалланӑ (1968); Шостакович сӗннипе ӑна СССР композиторӗсен союзне йышӑннӑ (1964), пӗтӗмӗшпе илсен, Шостакович Наговицына пултарулӑх енчен кӑна мар, ҫын пек те аван хакланӑ[1].
1966–1970 ҫулсенче М. П. Мусоргский ячӗллӗ мусӑк училищинче вӗрентнӗ, 1968—1970 ҫҫ. ҫав вӑхӑтрах Ленинградри камит театрӗнче мусӑк пайне ертсе пынӑ. 1970–1973 ҫҫ. «Советский композитор» издательствӑн Ленинградри уйрӑмӗн редакторӗ пулса ӗҫленӗ. 1973 ҫултанпа Ленинград консерваторинче полифонипе композици преподавателӗ, 1993 ҫултанпа доцент, 2007 ҫултанпа профессор.
2023 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 92 ҫула кайсан ҫӗре кӗнӗ[2].
Пултарулӑхӗ
Наговицынӑн чи малтан палӑрнӑ хайлавӗ — флейтӑпа фортепиано валли ҫырнӑ соната (1962). Наговицын симфони, «Отражения» симфони этючӗ (Шостакович 100 ҫул тултарнӑ тӗле ҫырнӑскер), тӗрлӗ камера, фортепиано тата вокал хайлавӗсен авторӗ. Вӑл Мусоргский Модестӑн «Женитьба» (1991, Мариински театр саккасланипе)[3] тата «Саламбо» вӗҫлемен оперӑсене оркестрланӑ.
Наговицынӑн сӗрме купӑс концертне Марина Яшвили (1983) ҫырса илнӗ.
Ӑнлантарусем
- ↑ Хентова С. Шостакович и Сибирь. — Новосибирское книжное изд-во, 1990. — С. 96.
- ↑ ПРОЩАНИЕ С ВЯЧЕСЛАВОМ ЛАВРЕНТЬЕВИЧЕМ НАГОВИЦИНЫМ. conservatory.ru (ҫӗртме 2023).
- ↑ «Мусоргский с улыбкой»: Программа концерта 18 марта 2014 года
Каçăсем
- Страницы, использующие расширение JsonConfig
- Раштавӑн 21-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1939 ҫулта ҫуралнисем
- СССР-та ҫуралнисем
- Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче вилнисем
- 2023 ҫулта вилнисем
- Санкт-Петербургра вилнисем
- Санкт-Петербург консерваторийӗнчен вӗренсе тухнисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Магнитогорскра ҫуралнисем
- СССРта ҫуралнисем
- Раҫҫейре вилнисем
- Санкт-Петербургри М. П. Мусоргский ячĕллĕ мусăк колледжĕнче вĕренсе тухнисем
- Санкт-Петербургри консерваторинчен вӗренсе тухнисем
- Пайăр çынсем:Бурят оперăпа балет театрĕ
- Пайăр çынсем:Камит театрĕ
- ССРП Композиторсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем
- РФ Композиторсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем
- Санкт-Петербургри консерваторийӗн преподавателӗсем
- Раҫҫейри академиллӗ музыканчӗсем
- Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕсем
- Раҫҫей композиторӗсем
- Ҫыравҫӑсем, алфавитпа