Контент патне куҫ

Мясникова Варвара Сергеевна

Мегавики материалӗ
Варвара Мясникова
Ҫуралнӑ 1900, юпа, 5
Ҫуралнӑ вырӑнӗ Санкт-Петербург Санкт-Петербург, Раҫҫей империйӗ
Вилнӗ 1978
Вилнӗ вырӑнӗ Мускав, РСФСР, ССРП
Гражданлӑх СССР
Професси совет актриси
Карьери 1928—1959
Наградӑсем
медаль «За трудовую доблесть»
РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ
IMDb ID 0616576
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Варва́ра Серге́евна Мяснико́ва (1900, юпа, 5, Санкт-Петербург, — ака, 25, 1978, Мускав) — совет театрпа кино актриси, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1935).

Биографи

Варвара Сергеевна Мясникова 1900 çулхи авăнăн 22-мĕшĕнче (юпа, 5) Петербургра çуралнă. Ашшĕ шанăçлав агенчĕ пулса ĕçленĕ, амăшĕ килти хуçалăха тытса пынă. Пиччĕшĕ, Алексей, ача чухне сӳретлĕ ӳнере юратнă, çитĕнсен ӳкерçĕ-профессионал пулса танă та вăрçăччен Эрмитажра ĕçленĕ (1942 çулта блокадăри Ленинградра амăшĕпе пĕрле вилнĕ).

Хĕрарăм гимназинче вĕренсе тухсан (1918) Çутĕçкомĕнче инструктор-оператор пулса ĕçленĕ. 1922 çулта Чĕрĕ сăмахăн институтĕнче пĕлӳ илнĕ, çакăн хыççăн ӳнерлĕ калаçу ăсталăхне Ĕçлекен çамрăксен шкулĕнче вĕрентнĕ. 1922—1925 — çулсенче Эксперименталлă театрăн, кайран — Ленинградри М. Горький ячĕллĕ драма мăн театрăн актриси, 1928 çултанпа — «Ленфильм» киностудин тата урăх студисен актриси.

1927 çултанпа кинематографпа çыхăннă. 1949 — 1959 çулсенче Киноактёр студи-театрĕнче тата Мосфильм киностудинче ĕçленĕ.

Aктрисăна Серафим çăвинче (Санкт-Петербург) пытарнă[1].

Пайăр пурнăçĕ

Фильмографи

«Золушка» фильмра Фея ролĕнче (1947)

Асăрхавсем

  1. ↑ Леонид Парфёнов. Фея – пулемётчица. От «Чапаева» к «Золушке». НАМЕДНИ (2013-16-02). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2013-16-02.