Мранькка Никифор Фёдорович
| Никифор Мораньков | |
|---|---|
| Ӳкерчĕк:Mranka.gif | |
| Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ | Мораньков Никифор Фёдорович |
| Псевдонимсем | Никифор Мранькка |
| Ҫуралнӑ | 1901 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ (22-мӗшӗ) |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ | 1973 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗ (71 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Гражданлӑх |
|
| Мӗн енӗпе ӗҫленӗ | чăваш драматургĕ, ҫыравҫи |
| Пултарулӑх ҫулӗсем | 1930—1980 |
| Жанр | роман, пьеса |
| Хайлавсен чӗлхи | чăваш |
| Наградӑсем | Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хучĕ (1971) |
Никифор Фёдорович Мораньков (Никифор Мранькка, 1901 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ [22-мӗшӗ], Пилешкасси, Шупашкар уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1973 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чăваш прозăçĕ, драматургĕ.
СССР Çыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташĕ (1939)[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1901 çулхи çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Куславка районĕнчи Пилешкасси ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта, Мускаври киносценарисчĕсен курсĕсенче вĕреннĕ. Граждан вăрçи вăхăтĕнче алла хĕçпăшал тытса Хĕрлĕ Çар ретĕнче çапăçнă, вăрçă вĕçленсен ял канашĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ.
1928 çулта унăн «Элнет» ятлă пĕрремĕш драмине Шупашкарти театр сцени çинче лартнă. Ун хыççăнах «Тӳнтерлене хирĕç», «Виççĕшĕ те пĕр калăпран» пьесăсене хайланă.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуçланиччен вăл кинохроника студийĕн директорĕ, район хаçачĕн редакторĕ пулса вăй хунă. Фронтра пулнă, алла хĕç-пăшал тытса тăшманпа çапăçнă. Вăрçă хыççăн чылай вăхăт хушши Куславка райкомĕн агитаципе пропаганда пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ.
1950 çулта репрессиленĕ, 1956 çулта реабилитациленĕ.
Вăрçăран таврăнсан 6 кĕнекерен тăракан «Ӗмĕр сакки сарлака» романа çырнă. 6-мĕш кĕнекине çырса пĕтереймен. 1973 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă[1].
Пултарулӑхӗ
1971 çулта литературăри пысăк çитĕнӳсемшĕн ăна Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп хучĕпе хакланă[2]
Паллă кĕнекесем
- «Итлĕр!» (драма, 1930);
- «Пĕрремĕш категори» (камит, 1932)
- «Элнет» (драма, 1933);
- «Салют» (пьеса, 1936);
- «Аван пурăнатпăр» (пьеса, 1938);
- «Бурлаксем» (драма, 1941);
- «Ӗмĕр сакки сарлака» (роман, I- 1959, 1965, 1989; II- 1960, 1967, 1989; III- 1961, 1971, IV- 1971, V- 1980);
- «Юратнă чĕресем» (1962);
Астӑвӑм
- Мранькка ятне Шупашкарти, Куславккари тата тӑван ялӗнчи Пилешкассинчи урамсене панӑ;
- Ҫыравҫӑн вилтӑпри ҫинче палӑк лартнӑ.
Ӑнлантарусем
- ↑ 1,0 1,1 Г. И. Фёдоров. Мранька Никифор Фёдорович (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗ.
- ↑ Писатели : Мранькка (Мораньков) Никифор Федорович
Вуламалли
- Гордеев Д. В., Силэм Ю. А, «Антология чувашской литературы», том I — проза, Шупашкар, 2003.
- Алексеев В. Н. Век прожить — не поле прейти. Очерк в книге «Писатели» (Серия Библиотека Президента Чувашии") Шупашкар, 2008, стр.2003 — 213. Этот же очерк в стстеме «Литсовет».
- Волчков, В. Пирĕн ентешсем – халăха çутта кăларакансем çинчен / В. Волчков // Ялав (Куславкка р–нĕ). – 1998. –21 ака.
- Григорьев, Н. Никифор Мранькан пурнăç сакки / Н. Григорьев // Тăван Атăл. – 1991. – № 8. – С. 2–5.
- Григорьев, Н. Пурнăçа тарăннăн тишкернĕ / Н. Григорьев // Коммунизм ялавĕ. – 1991. – 8 июнь.
- Григорьев, Н.Г. «Емĕр сакки сарлака» романпа унăн авторĕ // Григорьев, Н. Г. Пархатарлă сăнар, сăнарлă чĕлхе / Н. Г. Григорьев. – Шупашкар, 1990. – С. 28–38.
- Давыдов–Анатри, В. Чăваш прозин улăпĕсем / В. Давыдов–Анатри // Тăван Атăл. – 1989. – № 7. – С. 69.
- Eрмилов, А. Халăх юратакан кĕнеке / А. Eрмилов // Канаш (Ульяновски обл.). – 1991. – 8 июнь.
- Уяр, Х. Тухăçлă çул : [Н. Мранькан «Ĕмĕр сакки сарлака», К. Турханăн «Севе Атăла юхса кĕрет» романĕсем çинчен] / Х. Уяр // Ялав. – 1961. – № 5. – С. 30-32.
- Ялкир, П. Айăпсăр синкер курнисем / П. Ялкир // Хыпар. – 2003. – 20 çĕртме.
- Андреев, М. Дон Кихот Чувашский / М. Андреев // Знамя (Козловский р–н). – 1996. – 8 июнь.
- Волчков, В. Eго именем гордятся не только козловчане / В. Волчков // Знамя (Козловский р–н). – 1996. – 1 июня.
- Иртышев, И. Не простили писателя за критику / И. Иртышев // Совет. Чувашия. – 1991. – 31 мая.
- Ксенофонтов, Г. Богатырь для романа / Г. Ксенофонтов // Совет. Чувашия. – 2003. – 8 февр.
- Ксенофонтов, Г. Н. Мранька Никифор (Мораньков Никифор Федорович) // Ксенофонтов, Г. Н. Знатные люди – выходцы из Козловского района / Г. Н. Ксенофонтов. – Козловка, 2004. – С. 37.
Каçăсем
- Ҫӗртмен 22-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1901 ҫулта ҫуралнисем
- Шупашкар уесӗнче ҫуралнисем
- Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче вилнисем
- 1973 ҫулта вилнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Ҫыравҫӑсем, алфавитпа
- Драматургсем, алфавитпа
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш драматургĕсем
- Раççей çыравçисем
- Раççей драматургĕсем
- СССР ҫыравҫисем
- СССР драматургӗсем
- Ҫӗртмен 9-мӗшӗнче ҫуралнисем
- Репрессиленисем