Кушак ути
Лекарственные препараты Не содержит предложения о розничной торговле Ӳкерчĕк:Warn-circle.png Лекарственные препараты Информация является справочной и не содержит предложения о розничной торговле лекарственными препаратами Лекарственные препараты Не содержит предложения о розничной торговле Не содержит предложения о розничной торговле Информация является справочной и не содержит предложения о розничной торговле лекарственными препаратами
|


Кушак ути (Valeriana officinalis L.) - нумайçуллă ӳсен-тăран Кушак ути (Valerianaceае) çемйине кĕрет. Тымарĕ 2-4 см, диаметрĕ 2 см, кантра евĕрлĕ нумай тымарлă, вăрăммăшĕ 20 см, диаметре 1-4 мм таран. Тымарĕ палăртуллă шăршăллă. Тӳрĕтăран туналлă, касăллă, цилиндрический, çӳлти çатăрккаллă, 2 м таран. Çулçисемтĕрлĕ тĕслĕ. Аялтисем — черешковые, çӳлтисем — лараканнисем. Чечекĕсем вĕтĕ, ыр шăршăллă, шурăран тĕксĕм таран, çип е çулăк евĕр çеçкеллĕ. Çимĕçĕ - шупка хăмăр е кĕрен тĕслĕ, тăрăхла çăмарта евĕр. 1000 вăрăн йывăрăшĕ 0,4-0,6 г.
Çутçанталăкра сарăлни
Кушак ути Европăра, Азин варринче тата çурçĕнче ӳсет. СССР територинче тискер тĕсĕпе, Инçет Çурçĕрпе Вăтам Азин пушхирĕсем пуçсăр, пур çĕрте ӳсет. Кушак ути ту айăккинче, юханшыв çыранĕсенче, айлăмсенче, шурлăхсенче, вăрман хĕррисенче тĕл пулать. Часах пысăк чăтлăх пулса çитĕнет. СССР вăтам тата кăнтăр тăрăхĕсенче акса ӳстереççĕ.
Вуламалли
- Подымов А.И., Суслов Ю.Д. . — Марийское кн.изд-во, 1975. — С. 25-26..