Котяков Антон Олегович
| Котяков Антон Олегович | |
|---|---|
| | |
| Ҫуралнӑ | 1980 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ (46 ҫулта) |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Патшалӑх | |
| Пӗлӳ илни | |
| Ӗҫӗ-хӗлӗ | патшалӑх ӗҫченӗ, Политик |
| Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем | |
Котяков Антон Олегович (ҫур. 1980 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ, Самар) — Раҫҫей патшалӑх ӗҫченӗ, экономист. 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Федерацийӗн ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ[1][2]. 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Раҫҫейӗн ҫӗнӗ правительствине йӗркеленӗ чухне хӑйӗн вырӑнне ҫӗнӗрен лартнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн 3-мӗш класлӑ чӑн патшалӑх канашҫи. Раҫҫей Федерацийӗн финанс министрӗн ҫумӗ (2017—2020)[3].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1980 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗнче Куйбышев (халӗ — Самар) хулинче ҫуралнӑ.
2001 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2005 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен Самар облаҫӗн администрацийӗн финанс департаментӗнче ӗҫленӗ, ертсе пыракан специалистран консультанта ҫити хӑпарнӑ.
1997 ҫулта Самарти авиаци профильлӗ 135-мӗш шкул-лицейне вӗренсе пӗтернӗ. 2002 ҫулта «Экономика теорийӗ» специальноҫпа, «Хаклӑ хутсен рынокӗн теорийӗ тата йӗркеленӗвӗ» специализаципе Самар патшалӑх экономика академине вӗренсе пӗтернӗ.
2005 ҫулта аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ, «Раҫҫейри субфедераллӑ вӑрӑм тапхӑрлӑ хаклӑ хутсен рынокӗ: йӗркеленӳ тата аталану» темӑпа кандидат диссертацине хӳтӗленӗ, ӑна экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн ӑсчах степеньне панӑ.
2005 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2007 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен Самар облаҫӗн финанс министерствин пай пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн Самар облаҫӗн Финанс министерствин облаҫ бюджетне тата отчётлӑхне пурнӑҫлакан департамент ертӳҫине лартнӑ, ку должноҫра 2012 ҫулхи ака уйӑхӗччен ӗҫленӗ.
2011 ҫулта РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Раҫҫей халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академийӗнче магистратурӑран «административлӑ тата финанс прави» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ.
2012 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗччен Федераци казначействинче функционаллӑ ӗҫ-хӗлне лайӑхлатассине тимлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Мускав облаҫӗн правительствине ӗҫлеме куҫнӑ. 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен Мускав облаҫӗн финанс министрӗ вырӑнне йышӑннӑ, ун хыҫҫӑн Мускав облаҫӗн экономикӑпа финанс пӗрлештернӗ министерствине ертсе пынӑ.
2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен Раҫҫей Федерацийӗн финанс министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
РФ президенчӗ ҫумӗнчи Раҫҫей халӑх хуҫалӑх тата патшалӑх службин патшалӑх управленийӗн аслӑ шкулӗн кадр управлени резервне аталантармалли программӑн виҫҫӗмӗш пухӑвӗнче вӗреннӗ (2019).
2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе Раҫҫей Федерацийӗн ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрне лартнӑ[1].
2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Патшалӑх Думи Раҫҫей Федерацийӗн ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗн должноҫне тепӗр хут ҫирӗплетнӗ[4], ҫак кунах РФ Президенчӗ лартмалли указа алӑ пуснӑ[5].
Раҫҫей Федерацийӗн 3-мӗш класлӑ чӑн патшалӑх канашҫи. Самар облаҫӗн 1 класлӑ патшалӑх канашҫи.
Санкцисем
Котяков Евросоюз, АПШ, Канада, Швейцари, Австрали тата Ҫӗнӗ Зеланди санкцийӗсен списокӗсенче вырнаҫнӑ[6][7][8].
Хисепӗсем
- «Мускав облаҫӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» паллӑн 3 степенӗ (2017)[9],
- Мускав облаҫӗн Кӗпӗрнаттӑрӑн Хисеп грамоти (2015)[9],
- «Дутов генерал-полковник» медаль (2013)[9],
- Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ казначействин Хисеп грамоти (2012)[9],
- Раҫҫей Федерацийӗн Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин Тав хучӗ (2012)[9],
- «20 лет Федераци казначейсти 20 ҫулта» медаль (2012)[9],
- Самар облаҫӗн финанс министерствин Хисеп грамоти (2010) — пӗр кӑлтӑксӑр тата тухӑҫлӑ патшалӑх хӗсмечӗшӗн.[9]
Класс чинӗ
Раҫҫей Федерацийӗн 3-мӗш класлӑ чӑн патшалӑх канашҫи (2018)[10].
Ҫемье
Антон Котяков авланнӑ, виҫӗ ача ҫитӗнтерет[11].
Ӑнлантарусем
- ↑ 1,0 1,1 Подписаны указы о назначении министров Правительства Российской Федерации // Президент России. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗ.
- ↑ Котякова назначили министром труда и социальной защиты // РИА Новости. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗ.
- ↑ Энциклопедия ТАСС, 2024. Котяков, Антон Олегович. Министр труда и социальной защиты РФ
- ↑ Госдума утвердила Котякова на должность главы Министерства труда. РИА "Новости" (14 Ҫу уйӑхӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗ.
- ↑ Президент подписал указы о назначении членов Правительства Российской Федерации и директоров служб. kremlin.ru (14 Ҫу уйӑхӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗ.
- ↑ Эрдни Кагалтынов. Канада ввела санкции против МГИМО, ВШЭ, Юнармии и клуба «Валдай». kommersant.ru (22 Авӑн уйӑхӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗ.
- ↑ Official Journal of the European Union // COUNCIL REGULATION (EU) 2022/2474. — 16 Раштав уйӑхӗн (т. Volume 65). — . 2022 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- ↑ The United States Takes Sweeping Actions on the One Year Anniversary of Russia’s War Against Ukraine. United States Department of State (24 Нарӑс уйӑхӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2023 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗ.
- ↑ 9,0 9,1 9,2 9,3 9,4 9,5 9,6 Самарец Антон Котяков назначен Министром труда РФ , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи копийӗ, ГТРК Самара
- ↑ Биография министра труда и социальной защиты Антона Котякова , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи копийӗ, ТАСС
- ↑ Биография Котякова Антона Олеговича. Министерство труда и социальной защиты России. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Страницы, использующие расширение JsonConfig
- Ҫурлан 15-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1980 ҫулта ҫуралнисем
- Самарта çуралнисем
- Раҫҫейри халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академийӗнчен вӗренсе тухнисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Мишустин правительстви
- Ӑсчахсем, алфавитпа
- Экономистсем, алфавитпа
- Самарти экономика университетӗнче вӗренсе тухнисем
- РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Раҫҫей халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академийӗнче вӗренсе тухнисем
- Экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн 3-мӗш класлӑ чӑн патшалӑх канашҫисем