Контент патне куҫ

Колыванова Наталия Витальевна

Мегавики материалӗ
Колыванова Наталия Витальевна
Ӳкерчĕк:Наталия Витальевна Колыванова.jpg
Ҫуралнӑ 1974 ҫулхи акан 12-мӗшӗ(1974-04-12) (52 ҫулта)
Ҫуралнӑ вырӑн
Патшалӑх
Ӗҫӗ-хӗлӗ генеральный директор

Категория:Ҫынсем, алфавитпа

Колыванова Наталия Витальевна (ҫур. 1974 ҫулхи акан 12-мӗшӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — Раҫҫей журналисчӗ тата пӗрлӗх ӗҫченӗ, «Грани» Издательство ҫурчӗн тӗп директорӗ тата тӗп редакторӗ, «Пӗрле» ыркӑмӑллӑх фондӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗн пулӑшуҫи. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2024 ҫулхи суйлавӗнче Владимир Путин кандидатӑн шаннӑ ҫынни[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1974 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ҫуралнӑ.

И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Каярах Патшалӑх хӗсмечӗн Атӑл-Вятка академине(выр.)чăв. вӗренсе пӗтернӗ[2].

Професси ӗҫ-хӗлӗ

Университет хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире пуҫланӑ. Вожатӑйра, каярах воспитани енӗпе завуч пулса ӗҫленӗ. 1995—2004 ҫулсенче директорӑн ҫумӗ пулнӑ.

2004—2007 ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн информаци политикин пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.

2007—2013 ҫулсенче «Чӑвашкедитпромбанк» УАО Правлени Председателӗн общественнӑҫпа, массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе ҫыхӑну тытакан тата рекламӑпа ӗҫлекен канашҫи пулнӑ. 2003 ҫултан пуҫласа 2008 ҫулччен «Канал 5 плюс» Чӑваш Ен телеканалӗнче «Время новостей» хыпар программине ертсе пынӑ.

2011 ҫултанпа 2013 ҫулччен «Чӑваш Ен» телерадиокомпанире «Формула успеха» программӑн редакторӗ пулса ӗҫленӗ[2].

Хальхи вӑхӑтра — «Грани» Издательство ҫурчӗн тӗп директорӗ тата тӗп редакторӗ[3]. Ҫавӑн пекех ачасене вулама вӗрентессине халалланӑ хӑйӗн проектне пурнӑҫлать.

Общество ӗҫӗ-хӗлӗ

«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ, вырӑнти политканаш тата Ҫӗнӗ Шупашкарти хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗн канашӗн членӗ.

Вӗрентӳ, сывлӑх сыхлав тата социаллӑ ыйтусен яланхи комиссийӗн председателӗ. Культура, вӑй-хал культури, спорт, туризм тата ҫамрӑксен политикин пӗрмайхи комиссин пайташӗ[2].

Ҫавӑн пекех «Пӗрле» ыркӑмӑллӑх фончӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ пулса тӑрӑшать. Фондӑн ӗҫӗ-хӗлӗ Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине(выр.)чăв. хутшӑннисемпе, йывӑр ҫӗртен куҫа килнисемп ӗҫлессипе, ДХР тата ЛХР ҫыннисем валли гуманитари тиевӗсене хатӗрлессипе тата ӑсатассипе ҫыхӑннӑ[4].

Харпӑр пурнӑҫ тата кӑсӑклану

Качча кайнӑ. Хӗрӗ — Дарья.

Апат пӗҫерме, чупма, уҫӑ сывлӑшра уҫӑлса ҫӳреме юратать. Тӗрлӗ тӗрӗ техникине пӗлет, ӑна ҫак ал ӗҫне кукамӑшӗ вӗрентнӗ[5].

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерствин Хисеп грамоти;
  • Чӑваш Республикин Хисеп грамоти[6].

Ӑнлантарусем

  1. ↑ Иванов, Валерий. Директор "Химпрома" и главред газеты "Грани" стали доверенными лицами Путина. Сетевое издание «МК в Чебоксарах» (29 Кӑрлач уйӑхӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗ.
  2. ↑ 2,0 2,1 2,2 Колыванова Наталия Витальевна. Биографическая справка кандидата. Новочебоксарское городское Собрание депутатов Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗ.
  3. ↑ Наталия Колыванова: «Новый порядок аккредитации журналистов на выборах – необходимое решение». Общественная палата Чувашской Республики (4 Ҫурла уйӑхӗн 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗ.
  4. ↑ Тры, Елена. Наталия Колыванова: «Мы осознали, сколько отзывчивых людей вокруг нас». Советская Чувашия.РФ (20 Нарӑс уйӑхӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗ.
  5. ↑ Дмитриева, Елена. Женские лики. Интервью с Наталией Колываноой. ГТРК Чувашия (5 Ҫурла уйӑхӗн 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗ.
  6. ↑ О награждении государственными наградами Чувашской Республики (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (19 Раштав уйӑхӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ.

Каҫӑсем