Контент патне куҫ

Качалов Василий Иванович

Мегавики материалӗ
Василий Качалов
Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ Василий Иванович Качалов
Ҫуралнӑ 1875 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ (нарӑсӑн 11-мӗшӗ)
Ҫуралнӑ вырӑнӗ
Вилнӗ 1948 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ(1948-09-30)[1] (73 ҫул)
Вилнӗ вырӑнӗ
Гражданлӑх
Пӗлӳ илни
Професси Раççей актёрĕ
Наградӑсем
Ленин орденӗ Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ медаль «За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.»
СССР халăх артисчĕ
РСФСР халӑх артисчӗ
РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сталинская премия
IMDb ID 0434148
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Васи́лий Ива́нович Кача́лов (чӑн хушамачӗ Шверубович; 1875 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ [нарӑсӑн 11-мӗшӗ] , Вильнюс[1] — 1948 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ[1], Мускав[1]) — совет саманин вырӑс актёрӗ, илемлӗ сӑмах ӑсти, педагог. Мускаври Ӳнер театрӗнче нумай ҫул хушши ертсе пыракан актёрсенчен пӗри пулнӑ. СССР халӑх артисчӗ (1936)[2]. Икӗ Ленин орденӗн (1937, 1945) кавалерӗ. Пӗрремӗш степеньлӗ Сталин премийӗн лауреачӗ (1943).

Пурнӑҫӗ

Василий Шверубович Раҫҫей империйӗнчи Вильнюс кӗпӗрнинчи Вильнюс хулинче (халӗ Литва) шляхта ҫемйинче ҫуралнӑ[3]. Ашшӗ — православи чиркӗвӗн священникӗ.

Вильнюсри 1-мӗш гимназире Феликс Дзержинскипе пӗр вӑхӑтра вӗреннӗ[4]. Вӗреннӗ чухнех хӑйсен кӑмӑлӗпе вылякансен спектаклӗсене хутшӑнса декламатор тата актёр пулнӑ[5].

1893 ҫулта Санкт-Петербург университечӗн юриспруденци факультетне вӗренме кӗнӗ, унта студентсен драма кӗтесӗнче вылянӑ. 1896 ҫулта Петербургри Литература тата артистсен пӗрлӗхӗн театрӗн актёрӗ пек «Качалов» псевдоник илнӗ[6][7]. 1897—1900 ҫулсенче Хусан тата Сарӑту хулисенче ӗҫленӗ.

1900 ҫулта ӑна Мускаври Ӳнер театрӗн труппине йышӑннӑ, унта вӑл хӑвӑртах ертсе пыракан актёрсенчен пӗри пулса тӑнӑ[8]. Вӑл А. П. Чехов, М. Горький тата Ф. М. Достоевский хайлавӗсем тӑрӑх лартнӑ спектакльсенче питӗ ӑнӑҫлӑ вылянӑ. Мускавра «кӗмӗл ӗмӗрӗнчи» ӳнерҫӗсемпе (ҫав шутра Сергей Есенинпа) туслӑ пулнӑ (Есенин ӑна паллӑ «Качалов йыттине» сӑвӑ халалланӑ).

Совет тапхӑрӗ

1919—1922 ҫулсенче артистсен ушкӑнӗпе Раҫҫейӗн кӑнтӑр енчи хулисенче, кайран Болгарире, Югославире, Германире тата ытти ҫӗршывсенче гастрольсенче пулнӑ.

1922—1924 ҫулсенче Станиславский ертсе пыракан МХАТ труппипе Европӑра тата Америкӑра пултарулӑхне кӑтартнӑ. 1924 ҫултанпа Мускавра ӗҫленӗ. Пурӗ 55 роль вылянӑ. Эстрадӑра сӑвӑ-калав вуласа тата радиора нумай вӑй хунӑ. Драма хайлавӗсене эстрада ҫинче пӗччен темиҫе рольпе вылямалли «монтаж» ятлӑ уйрӑм жанр шутласа кӑларнӑ.

1948 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнче Мускавра ӳпке шыҫҫинчен вилнӗ. Ӑна Мускаври Новодевичье мӑнастирӗн масарӗнче пытарнӑ.

Ҫемйи

Фильмографи

Ӑнлантарусем

  1. ↑ 1,0 1,1 1,2 1,3 1,4 1,5 Качалов Василий Иванович // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
  2. ↑ [ Качалов Василий Иванович] — ПСЭ
  3. ↑ Смирнов А. Заговор недорезанных // Зеркало. — 2006. — № 27—28.
  4. ↑ Б. Горев. Марксизм и рабочее движение в Петербурге четверть века назад
  5. ↑ Шверубович В. В. О людях, о театре и о себе. — Искусство, 1976. — 431 с.
  6. ↑ Шляхов А. Л. Фаина Раневская. Любовь одинокой насмешницы. — АСТ, 2015. — С. 52. — 300 с. — ISBN 978-5-17-094086-8.
  7. ↑ Качалов, Николай Николаевич // Википедия. — 2022-10-12.
  8. ↑ Соловьёва И. Н. Василий Иванович Качалов. История. Персоналии. МХТ им. А. П. Чехова (официальный сайт). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗ.
  9. ↑ Maria Ignatieva. Stanislavsky and female actors: women in Stanislavsky’s life and art. University Press of America, 2008. ISBN 9780761841791. Page 39.

Каҫӑсем