Контент патне куҫ

Захарова Мария Владимировна

Мегавики материалӗ
Мария Захарова

Мария Владимировна Захарова (1975, раштав, 24, Мускав) — раççей патшалăх ĕçченĕ, дипломат. Ятарлă тата Тулли праваллă II класс Элчи (2015)[1].

2015 çулхи çурлан 10-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Федерацин Ютçĕр ĕçĕсен министерствин Информаци тата пичет департаменчĕн директорĕ (Раççей Федерацин Ютçĕр ĕçĕсен министерствин элчи). Истори ăслăхĕсен кандидачĕ.

Биографи

Тулаш ӳкерчĕксем
Мария Захарова

Мария Владимировна Захарова 1975 çулхи раштавăн 24-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ — дипломатсем. Ачалăхĕ Пекинре иртнĕ, унта ашшĕ-амăшĕ ĕçленĕ. Ашшĕ — Владимир Юрьевич Захаров — тухăç тĕпчевçи. Халĕ Экономика аслă шкулĕпе пĕрле ĕçлет.

1998 çулта тĕнчери журналистика факультетĕнче вĕренсе тухнă (МГИМО). Практикăна Пекинри РФ элчелĕхĕнче иртернĕ.

Ӑнлантарусем

  1. ↑ Указ Президента РФ от 22.12.2015 г. №653. http://base.consultant.ru/cons/cgi/online.cgi?req=doc;base=EXP;n=644926

Каçăсем