Вутă


Вутă — çутăпа ăшă тумашкăн кăмакара, кăвайтра çунтармалли йывăç татăкĕ.
Раççейре вутă пахалăхне ГОСТ 3243-88 йывăç тĕсĕпе, тăршшĕпе, варринци çĕрĕкĕн лаптăкĕпе (урлă каснă лаптăкĕн проценчĕпе), çĕрĕк йывăçсен пайĕпе (урлă каснă лаптăкĕн 30 - 65 % çĕрĕк) тата туратсен юлашкин çӳллĕшĕпĕ нормăллаççĕ.
Хурăн вутисем чи хĕрӳллисем шутланаççĕ, ăвăс вутти - чи сивви.


Вутăна хатĕрлени

Вутăна ытларах пуленке туса типĕтсе упраççĕ. Йывăçа, тĕпĕнчен касса ӳкернĕ хыççăн, вулипе шултра турачĕсене пăчкăпа 40-60 см тăршшĕпе татаççĕ, кайран пуртăпа тăрăхла çураççĕ. Çурма ятарлă пуртă-колунпа усă курсан çăмăлтарах, унăн çивĕчĕшĕ савăл евĕр (30° танрах). Колунпа пысăк та тачă йывăçа çурма пулать. Пуртă пуленке çине çивĕчĕшĕпе кĕрсе ларкалать. Вара, пуртăна кăларас е çурса ярас тесе тӳртĕшпе тунката çине туртса çапаççĕ.
Сĕнӳсем
- Кĕскерех йывăç сыппине çурмаа çăмăлрах.
- Сивĕре йывăç лайăхрах çурăлать.
- Нумай тикĕтлĕ вутăпа хутнă хыççăн (çав шутрах хурăн) кăмакана пĕр-икĕ ăвăс сыппине хумалла. Вĕсем çутă хĕрлĕ кăвак тĕспе çунса хăрăма пĕтерсе тикĕт юлашкине çунтрса яраççĕ.
Çав. пекех
Литература
- Миттинг Л. . — М.: Эксмо. — 320 с. — 10 000 экз. — ISBN 978-5-699-90007-7.
Каçăсем
- ГОСТ 3243-88 ДРОВА. Техника условисем 2019 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.(выр.)
- Вутă епле касмалла (е çурмалла)(выр.)
Органикăлла хуткăçăн тĕп тĕсĕсем |
|||||||||
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| Çĕрай тупри |
| ||||||||
| Çĕнелекен тата биологилле |
Кăмăр • Вутă • Кизяк • Тислĕк • Йывăç кăмрăкĕ • Этанол • Биодизель • Биоэтанол • Бутанол-1 • Метанол • Çӳп-çап газĕ • Шурлăх газĕ • Биогаз • Биошывамăш | ||||||||
| Юрилле | |||||||||