Контент патне куҫ

Волков Никита Михайлович

Мегавики материалӗ

Ошибка Lua в Модуль:Hatnote на строке 140: bad argument #1 to 'gmatch' (string expected, got nil).

Никита Волков
Ӳкерчĕк:Волков Никита Михайлович.png
Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ Волков Никита Михайлович
Ҫуралнӑ 1912 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ(1912-05-24)
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ 1971 ҫулхи акан 12-мӗшӗ(1971-04-12) (58 ҫул)
Вилнӗ вырӑн
Гражданлӑх (подданство)
Мӗн енӗпе ӗҫленӗ вĕрентекен, журналист, çыравçă
Жанр повеç, роман, калав
Хайлавсен чӗлхи чӑваш

Волков Никита Михайлович (1912 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ, Шурут Нурăс, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1971 ҫулхи акан 12-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет саманинчи ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, журналист.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1912 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ — Чӑваш Республикин Комсомольски муниципаллӑ округӗ) Шурут Нурӑс ялӗнче ҫуралнӑ[1].

Чӗмпӗр чӑваш педагогика техникумӗнче 2 курс вӗренсе пӗтернӗ (1930). 1936 ҫулччен Йӗпреҫ районӗнчи шкулсенче учительте ӗҫленӗ. Ҫак ҫулсенчех районти пичет ӗҫне хутшӑнма пуҫланӑ, ял пурнӑҫӗ ҫинчен заметкӑсем ҫырнӑ. 1936 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Чӑвашрадиокомитет литсотрудникӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ[2].

1941—1945 ҫулсенче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Сержант, радист пулнӑ. 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче демобилизациленнӗ[1].

1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен Аслӑ Арапуҫ районӗн радиокомитетӗнче, 1946 ҫулта — ВКП (б) райкомӗн пропаганда инструкторӗнче ӗҫленӗ. 1947—1949 ҫулсенче — «Правда» колхозӑн председателӗ, унтан — райӗҫтӑвком пай пуҫлӑхӗ. 1950 ҫул пуҫламӑшӗнче «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакцийӗнче вӑй хума пуҫланӑ, 1958 ҫултан — Аслӑ Арапуҫ тата Ҫӗрпӳ районӗсемпе харпӑр корреспондент, 1960 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен — пай пуҫлӑхӗ. «Капкӑн» журналӑн яваплӑ секретарӗ пулса ӗҫленӗ[2].

Хисепӗсем

  • Медальсем;
  • Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн президиумӗн Хисеп хучӗ[2].

Ӗçĕсем

1938 ҫулта пуҫласа кулӑшла калавӗсене «Капкӑн» журналта пичетленӗ.

Роберт Луиз Стивенсонӑн «Мул утравӗ» (Остров сокровищ) романне, Михаил Пришвинӑн калавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

Хайлавӗсем уйрӑм кӗнекесенче, тӗрлӗ хаҫат-журналта пичетленнӗ[2].

Кӗнекисем:

  • «Манăн сăмах» (1962);
  • «Евчӗ» (1963);
  • «Парне» (1965)[3].

Ӑнлантарусем

  1. ↑ 1,0 1,1 Бессмертный полк. Чебоксары. Волков Никита Михайлович (выр.). www.moypolk.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗ.
  2. ↑ 2,0 2,1 2,2 2,3 П. П. Таллеров, Г. А. Уткин. Энциклопедия Комсомольского района : Волков Никита Михайлович (выр.). Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗ.
  3. ↑ Никита Волков. ru.chuvash.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗ.

Каҫӑсем