Контент патне куҫ

Буш Джордж Герберт Уокер

Мегавики материалӗ
Буш Джордж Герберт Уокер
Ҫуралнӑ чухнехи ят акăл. George Herbert Walker Bush
Ҫуралнӑ 1924 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ(1924-06-12)[1][2][…]
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ 2018 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ(2018-11-30)[3][4][…] (94 ҫул)
Вилнӗ вырӑн
Патшалӑх
Пӗлӳ илни
Ӗҫӗ-хӗлӗ Политик, военно-морской офицер, бейсболист, дипломат, лётчик, Усламçă, автобиограф, государственный деятель
Ашшӗ Прескотт Буш[d][1]
Амӑшӗ Буш, Дороти Уолкер[d][1]
Арӑмӗ Барбара Буш[d]
Ачисем Джордж Уокер Буш[1], Джеб Буш[d][1], Нейл Буш[d][1], Марвин Буш[d][1], Dorothy Bush Koch[d][1] тата Pauline Robinson Bush[d][1]
Наградӑсемпе премисем
рыцарь Большого Креста ордена Бани Крест лётных заслуг Воздушная медаль медаль «За Американскую кампанию» медаль Победы во Второй мировой войне юбилейная медаль «60 лет Победы в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.» Президентская медаль Свободы Большой крест pro Merito Melitensi Ордена Заслуг pro Merito Melitensi Большой крест особой степени ордена «За заслуги перед Федеративной Республикой Германия» орден Белого льва орден «Достык» кавалер Большого креста ордена Заслуг перед Республикой Польша почётный гражданин Берлина[d] премия Эрика Варбурга[d] (2002) Филадельфийская медаль Свободы премия Свободы[d] (2005) медаль Робера Шумана[d] (2014) премия «Профиль в храбрости»[d] премия свободы имени Рональда Рейгана премия «Двусмысленность»[d] (1990) премия Теодора Рузвельта[d] (1986) Всемирный зал славы гольфа[d] медаль «За Азиатско-тихоокеанскую кампанию» медаль Почёта острова Эллис почётный доктор Университета имени Бар-Илана[d] почётный доктор Университета штата Огайо[d] премия «Двусмысленность»[d] (1992) почётный гражданин Кракова[d] (1994 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ) почётный доктор Нанкинского университета[d] (1998) почётный доктор Гарвардского университета[d] (2014) премия «Пойнт-Альфа»[d] (2005) почётный доктор Университета Хофстра[d] премия Франца Йозефа Штрауса[d] (1999) Осгар[d] (2009) почётный доктор Университета Майами[d] (1998 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ) почётный гражданин Гданьска[d]
Автограф Автограф ӳкерчӗкӗ
Сайт bush41.org
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Категория:Ҫынсем, алфавитпа

Джордж Герберт Уокер Буш (акăл. George Herbert Walker Bush; 1924 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ, Милтон[d], Массачусетс — 2018 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ, Хьюстон), ҫавӑн пекех Джордж Буш — асли теҫҫӗ, — Америка патшалӑх тата политика ӗҫченӗ, АПШӑн 41-мӗш президенчӗ (1989—1993 ҫҫ.), Рональд Рейган вӑхӑтӗнчи АПШӑн 43-мӗш вице-президенчӗ (1981—1989 ҫҫ.), конгрессмен, дипломат, Тӗп разведка управленийӗн (ЦРУ) директорӗ.

Унӑн ывӑлӗ — Джордж Буш — кӗҫӗнни — 2001 ҫулта АПШӑн 43-мӗш президенчӗ пулса тӑнӑ. Ку пӑтрашу ан пултӑр тесе ӑна хӑйне «асли» тесе чӗнеҫҫӗ.

Пурнӑҫӗ

Вӑл 1924 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Массачусетс штатӗнче банкир ҫемйинче ҫуралнӑ. 17 ҫула ҫитсен Буш колледжри вӗренӗвне каярах валли хӑварнӑ та Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑнма кайнӑ. Вӑл АПШ Тинӗс ҫар вӑйӗсен чи ҫамрӑк лётчикӗ пулнӑ[7]. 1944 ҫулта унӑн самолётне персе антарнӑ пулин те, вӑл тӗллеве пурнӑҫланӑ, хӑй вара чӗрӗ юлнӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Йель университетне вӗренсе пӗтернӗ. Кайран Техаса куҫса кайса нефть бизнесне йӗркеленӗ, 40 ҫул тӗлне миллионер пулса тӑнӑ.

Политика ӗҫӗ

1960-мӗш ҫулсенче АПШ Палата представителӗсенче (Конгрессра) ӗҫленӗ. 1970-мӗш ҫулсенче ООНри АПШ элчи, Китайри элче тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ, ЦРУ директорӗ пулнӑ.

1981—1989 ҫулсенче Рональд Рейган президент чухне вице-президент вырӑнне йышӑннӑ.

АПШ президенчӗ (1989—1993)

1988 ҫулхи суйлавра Джордж Буш ҫӗнтернӗ. Унӑн президентлӑх тапхӑрӗ тӗнчери пысӑк улшӑнусемпе палӑрнӑ: Берлин хӳмине аркатнӑ, сивӗ вӑрҫӑ вӗҫленнӗ, СССР арканнӑ[8]. Ҫар операцийӗсене Панамӑра, Филиппинра тата Фарси кӳлмекӗнче ӑнӑҫлӑ ирттернӗ.

Анчах шалти политика йывӑрлӑхӗсене, экономика рецессине тата налуксене ӳстернине пула Буш халӑх шанчӑкне ҫухатнӑ. Ҫавна май вӑл 1992 ҫулхи президент суйлавӗнче демократсен кандидатне Билл Клинтона выляса янӑ.

Вӑл 2018 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче Техас штатӗнчи Хьюстон хулинче 94 ҫулта вилнӗ[9]. Ӑна Колледж-Стейшен хулинчи президент библиотекин территорийӗнчи масарӗнче пытарнӑ.

Хисепӗсем

  • «Лётчиксен хастарлӑхӗшӗн» хӗрес (АПШ)[10];
  • Ирӗклӗхӗн президент медалӗ (АПШ, 2010)[11];
  • Баня орденӗн Рыцарь-Командорӗ (Аслӑ Британи, 1993)[12];
  • «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 60 ҫул ҫитни» юбилей медалӗ (Раҫҫей, 2005)[13];
  • ыттисем.

Çавăн пекех пăхăр

Ӑнлантарусем

  1. ↑ 1,0 1,1 1,2 1,3 1,4 1,5 1,6 1,7 1,8 (not translated to en) George Herbert Walker Bush // The Peerage (англ.)
  2. ↑ George H. W. Bush // GeneaStar
  3. ↑ https://www.washingtonpost.com/local/obituaries/george-hw-bush-41st-president-of-the-united-states-dies-at-94/2018/11/30/42fa2ea2-61e2-11e8-99d2-0d678ec08c2f_story.html?noredirect=on
  4. ↑ https://www.tagesschau.de/ausland/bushgeorge-senior-nachruf-101.html
  5. ↑ http://www.cnn.com/2012/12/14/us/george-h-w-bush---fast-facts/
  6. ↑ http://www.leparisien.fr/international/l-ancien-president-americain-george-bush-est-decede-01-12-2018-7958361.php (фр.) — Le Parisien, 2018.
  7. ↑ Lieutenant Junior Grade George Bush, USNR. Naval Historical Center (6 Ака уйӑхӗн 2001). Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗ.
  8. ↑ А. С. Черняев "Горбачёв-Буш: встреча на Мальте в 1989 году. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗ.
  9. ↑ George H.W. Bush, 41st president of the United States, dies at 94. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ.
  10. ↑ Lt. George Bush's Distinguished Flying Cross Citation. Командование военно-морской истории и наследия. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ.
  11. ↑ President Obama Names Presidential Medal of Freedom Recipients. Белый дом (17 Чӳк уйӑхӗн 2010). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗ.
  12. ↑ Order of The Bath. Британская королевская семья. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ.
  13. ↑ Владимир Путин встретился с бывшим президентом США Джорджем Бушем-старшим. Президент России (23 Ҫу уйӑхӗн 2005). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗ.

Каçăсем