Бутков Василий Васильевич
| Бутков Василий Васильевич | |
|---|---|
| | |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1901 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1981 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ (80 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ |
|
| Звани | |
| Часть | 3-мĕш Беларуç фрончĕ |
| Командӑланӑ | 1-мĕш танк корпусĕ |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Василий Васильевич Бутков (1901 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ, Свердловск облаçĕ — 1981 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ, Мускав) — совет ҫар ӗҫченӗ, танк ҫарӗсен генерал-полковникӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
Пурнӑҫӗ
Василий Бутков 1901 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Мӑн Именная ялӗнче (хальхи Свердловск облаҫӗнчи Анатри Тура хула ҫумӗ) рабочисен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1915 ҫулта, ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн, Ҫӳлти Тура савутне ӗҫлеме кӗнӗ.
1918 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Хӗрлӗ гвардие кӗнӗ. Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче Уралта шурӑ гвардеецсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, Тухӑҫ тата Кӑнтӑр фронтсенче А. В. Колчак тата П. Н. Врангель ҫарӗсене, кайран Н. И. Махно ушкӑнӗсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. Икӗ хут аманнӑ.
1923 ҫулта Мускаври Пӗтӗм Раҫҫейри Тӗп Ӗҫтӑвком ячӗллӗ пӗрлештернӗ ҫар шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1937 ҫулта М. В. Фрунзе ячӗллӗ Ҫар академийӗнче пӗлӳ илнӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 5-мӗш механизмланӑ корпусӑн штаб пуҫлӑхӗ пулса кӗтсе илнӗ. 1942 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен 1-мӗш танк корпусӗн[1] командирӗ пулнӑ. Корпус Сталинград ҫапӑҫӑвӗнче, Курск пӗккинче, «Багратион» тата Кёнигсберг операцийӗсенче палӑрнӑ.
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи акан 19-мӗшӗнчи хушӑвӗпе, нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата хастарлӑх кӑтартнӑшӑн Бутков Василий Васильевич танк ҫарӗсен генерал-лейтенанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ ят панӑ[2].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫар округӗсенче танк тата механизмланӑ ҫарсен командующийӗ пулса ӗҫленӗ. 1954 ҫулта Тӗп штабӑн Ҫар академийӗ ҫумӗнчи Аслӑ академи курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ. 1958 ҫулта ӑна «танк ҫарӗсен генерал-полковникӗ» ҫар хисепне панӑ. 1958-1961 ҫулсенче Чехословакире тӗп ҫар канашҫи пулнӑ.
1961 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче отставкӑна тухнӑ. Мускавра пурӑннӑ. 1981 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче вилнӗ, Мускаври Кунцево масарӗнче пытарнӑ.
Астӑвӑм
- Калининград хулинчи урам тата 35-мӗш лицей Бутков ячӗпе хисепленеҫҫӗ, лицей умне унӑн бюстне вырнаҫтарнӑ.
- Анатри Тура (Свердловск облаҫӗ) хулинчи мемориалта ятне ҫырса хӑварнӑ.
- Свердловск облаҫӗнчи Кушва хулинче Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ ҫинче астӑвӑм хӑми вырнаҫтарнӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (19.04.1945)[3];
- виҫӗ Ленин орденӗ (4.06.1944[4], 21.02.1945[5], 19.04.1945[3]);
- тӑватӑ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (9.08.1941[6], 3.11.1944[7], 24.06.1948, 20.06.1949[8]);
- икӗ II степеньлӗ Суворов орденӗ (7.02.1943[9], 22.07.1944[10]);
- икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (28.10.1967, 9.01.1981);
- СССР медальӗсем.
Сочиненисем
- Бутков В. В. Контрудар 5-го механизированного корпуса на лепельском направлении (6—11 июля 1941 года) // Военно-исторический журнал. — 1971. — Авӑн (№ 09). — .
Ӑнлантарусем
- ↑ Калабин, 1964, Командиры танковых корпусов, с. 69.
- ↑ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Указ Президиума Верховного Совета СССР № 221/149 от 19 апреля 1945 года (ЦАМО. Ф. 33. Оп. 686046. Д. 45. Л. 13 архив материалӗсем).
- ↑ 3,0 3,1 «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Наградной лист с представлением к званию Героя Советского Союза (ЦАМО. Ф. 33. Оп. 793756. Д. 7. Л. 361 архив материалӗсем).
- ↑ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Наградной лист с представлением к Ордену Ленина (ЦАМО. Ф. 33. Оп. 686043. Д. 49. Л. 189 архив материалӗсем).
- ↑ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Указ Президиума ВС СССР № 220/270 от 21.02.1945, за выслугу (25) лет ( ГАРФ. Ф. Р7523. Оп. 4. Д. 336}. Л. 17. архив материалӗсем).
- ↑ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Наградной лист с представлением к Ордену Красного Знамени (ЦАМО. Ф. 33. Оп. 682523. Д. 9. Л. 257 архив материалӗсем).
- ↑ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Указ Президиума ВС СССР № 219/132 от 3.11.1944, за выслугу (20) лет ( ГАРФ. Ф. Р7523. Оп. 4. Д. 252}. Л. 5. архив материалӗсем).
- ↑ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Указ Президиума ВС СССР № 240/94 от 20.06.1949, за выслугу (30) лет (ЦАМО. Ф. 033. Оп. 0170416сс. Д. 0115. Л. 362 архив материалӗсем).
- ↑ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Наградной лист с представлением к Ордену Суворова II степени (ЦАМО. Ф. 33. Оп. 682525. Д. 19. Л. 97 архив материалӗсем).
- ↑ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Указ Президиума ВС СССР от 26.07.1944 (ЦАМО. Ф. 33. Оп. 686043. Д. 72. Л. 124 архив материалӗсем).
Вуламалли
- . — Волг.: Издатель. — С. 89—90. — 800 с.
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — С. 225. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Казарьян А. В. Присяга на всю жизнь. — Воениздат, 1988. — 271 с. — (Военные мемуары). — 50 000 экз. — ISBN 5–203–00056–5.
- Казарьян А. В. Война, люди, судьбы : Очерки о военачальниках - участниках Великой Отеч. войны. — Советакан грох, 1980. — Т. 3. — 582 с. — 50 000 экз. — ISBN 5–203–00056–5.
- Золотые звезды свердловчан : Сборник очерков и воспоминаний о свердловчанах - Героях Советского Союза / лит. обработка В. Н. Черных. — Сред.-Урал. кн. изд-во, 1967. — С. 49—52. — 453 с.
Каҫӑсем
Бутков Василий Васильевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Бутков Василий Васильевич :: Алфавитная карта участника Великой Отечественной войны. pamyat-naroda.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗ.
- Бутков Василий Васильевич. tankfront.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗ.
- Страницы, использующие расширение JsonConfig
- Кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1901 ҫулта ҫуралнисем
- Свердловск облаçĕнче çуралнисем
- Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче вилнисем
- 1981 ҫулта вилнисем
- Мускавра вилнисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Генерал-лейтенантсем (СССР)
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- II степеньлĕ Суворов орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- «Мускава хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Кенигсберга илнĕшĕн» медальпе чысланисем
- «СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсен ветеранĕ» медалĕпе чысланисем
- «РХХÇ XX çулта» медальпе чысланисем
- М. В. Фрунзе ячӗллӗ ҫар академийӗнчен вӗренсе тухнисем
- КПСС XIX пухӑвӗн делегачӗсем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи дивизи командирӗсем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи корпус командирӗсем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи штаб пуҫлӑхӗсем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин танкисчӗсем
- Раҫҫейӗн граждан вӑрҫине хутшӑннисем (хӗрлисем)
- Курск ҫапӑҫӑвне хутшӑннисем
- Ҫӗнтерӳ Парадне хутшӑннисем
- Ржев ҫапӑҫӑвне хутшӑннисем
- Сталинград ҫапӑҫӑвне хутшӑннисем
- Днепршӑн ҫапӑҫнине хутшӑннисем
- Кёнигсберга штурмлама хутшӑннисем

