Контент патне куҫ

Барнаул

Мегавики материалӗ
Хула
Барнаул
Ялав Герб
Ялав Герб
53°20′50″ с. ш. 83°46′42″ в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей Федерацийӗ Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ Алтай Ен
Хула тăрăхĕ Барнаул хули
Пуҫлӑх Франк Вячеслав Генрихович
Никӗсленӗ 1730
Чи малтан асӑнни 1730-мĕш çулсем
Лаптӑк 322,01[1] км²
Ҫӳллӗш 180 м
Сехет тӑрӑхӗ UTC+7:00
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ 623 057[2] ҫын (2023)
Халӑх йышлӑхӗ 1934,9 ҫын/км²
Агломераци Барнаул агломерацийĕ
Национальноҫсем вырăссем, нимĕçсем, украинсем, эрменсем те ыттисем
Конфессисем православисем те ыттисем
Катойконим барнаулсем, барнаулри
Цифра идентификаторӗсем
Телефон кочӗ +7 +7 3852
Почта индексӗсем 656xxx
ОКАТО кочӗ (2014 ҫулччен) 01401000000

barnaul.org
Барнаул на карте
Барнаул
Барнаул

Барнаул — Раççейри хула, Алтай крайĕн тĕп хули (1937 çултанпа) тата пĕр ятпа хула тăрăхĕн. Хула халăхĕ — 623 057 çын[2] (2023). Пиллĕкмĕш хула Çĕпĕрте, çирĕммĕш Раççейре халăх шучĕпе. Хĕвеланăç Çĕпĕрĕн кăнтăр енче вырнаçнă, ăçта Барнаулка Обьра юхать. 1730 çулта никĕсленнĕ, паççулкă пекех, А.Н. Демидовăн кĕмĕл-шăратакан савучĕ(выр.)чăв. патне. Пысăк транспорт тĕвĕ, промышленноç, культура, медицина тата вĕренӳ хули. Статус "Ĕçри хастарлăх хули»[3] пур.

Этимологи

Хула ячĕ çинчен темиçе гипотеза пур. Çыравçă тата таврапĕлӳ вĕрентӳçĕ Марк Юдалевич тĕрлĕ шухăшĕсем пуçтарчĕ[4]. Вĕсемпе "Барнаул" ячĕ тĕрĕк, монгол е кет чĕлхисенчен кайнă, анчах хула ячĕ куçарнишĕн тĕрлĕ вариантсем пур.

Хула историйӗ

1730 çул Барнаул хули никĕсне хывни официаллă шутланать. Акинфий Демидов 200 хресченсем алтайри заводсен капаштарлăхĕ илсе килнĕ. Усть-Барнаул ялĕнче нумай çынсем Вăтаçĕр Раççейрен тата Уралтан кайнă.

7 (20) раштавăн 1917 çулта кунта Совет влаçĕ кайнă.

1937 çулта Алтай Енĕн тĕп хули статусне панă.

Географи

Вăрман-степĕн Хĕвеланăç çĕпĕр тӳремлĕхĕнче вырнаçнă. Обьçум тӳремсăртлăхĕн çурçĕр-хĕвелтухăç енче, Обь çӳлти юханшывĕнче унăн сулахай çыранĕнче, Барнаулкăпа шыв юхса кĕнĕ вырăнта вырнаçнă. Çурçĕрпе хĕвелтухăç енчен Барнаул Обь юханшывĕпе чикĕленет, кăнтăр-хĕвеланăç енче - вăрманĕпе. Мускавран 3419 км.

Географи координачĕсем: 53°20,84′ с. ш. 83°46,74′ в. д.GЯO. Барнаул широтсенче вырнаçнă малалла хулисем пек: Гамбург, Дублин, Кокчетав, Ливерпуль, Минск, Петропавловск-Камчаткăри, Самар, Магнитогорск тата Эдмонтон.

Вӑхӑт

МСК+4 сехет зонинче (Мускавран +4 сехетрен). Тĕнчери UTC+7 сехет зонинче (Гринвичран +7 сехетрен)[5].

Халӑхӗ

2020 çулта пĕтĕм Раççей халăх çыравĕпе, 2021 çулта юпăн 1-мĕшĕнче хула халăхпа 20-мĕш вырăнта Раççей Федерацийĕнче пурте 1120 хулисенчен вырнаçнă.

Наци йышĕ

1989 çулхи наци йышĕ: 89,5% çын вырăссем, 4,8% раççей нимĕçсем, 2,9% украинсем, ыттисем — 2,8%[6]. 2010 çулхи наци йышĕ[7]:

Халăх Çын хисепĕ (%)
вырăссем 629 271 (95,79 %)
раççейри нимĕçсем 6 172 (0,94 %)
украинсем 5 301 (0,81 %)
эрменсем 2 690 (0,41 %)
тутарсем 1 547 (0,23 %)
азербайджансем 1 488 (0,22 %)
Беларуссем 1 253 (0,19 %)
ыттисем 9 261 (1,41 %)
Пĕтĕмпе 670 332

Администрациллĕ пайлану

Барнаулта 5 районсем пур. Чукунçул, Индустриал, Ленин, Юпа тата Тĕп.

Органсемпе влаç

Хула администрацийĕн çурчĕ

Кунта Алтай крайĕн влаç органĕсем вырнаçнă: Алтай крайĕнчи Саккун тăвакан пухăвĕ(выр.)чăв., крайĕн правительстви(выр.)чăв., арбитраж сучĕ(выр.)чăв..

Хула думи

Хула хăй управлениĕн представитель органĕ — хула думи. Унта 40 депутат лартать суйлакан хула пурăнакансемпе, муниципаллă суйлавсенче 5 çул çине, пĕрмандат суйлани округĕсемпе те парти ят-йышĕсемпе.

Депутатсем думин председателне те хула пуçлăхне суйлаççĕ. Хула пуçлăхĕпе контракт 5 çулсемшĕн çырать

Хула думин председателĕ
Барнаул пуçлăхĕ

Вĕренӳ

  • Алтай патшалăх университечĕ,
  • Алтай патшалăх техник университечĕ,
  • Алтай патшалăх аграри университечĕ,
  • Алтай патшалăх медицина университечĕ,
  • Алтай патшалăх педагогика университечĕ,
  • Алтай патшалăх культура институчĕ,
  • Раççей МВД Барнаул юрист институчĕ.

Культура

Алтай драма театрĕ
Мăшăрлану керменĕ

Тӑванла хулисем

Çĕршыв Хула-тăвансем Çыхăну çулталăкĕ
АПШ АПШ Флагстафф —
Испани Испани Сарагоса —
Казахстан Казахстан Усть-Каменогорск Пуш, 30 2012
КХР КХР Байчэн Ака, 30 1992
КХР КХР Чанцзи Раштав, 2006

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Составитель А. М. Родионов, под редакцией В. А. Скубневского. . — А.Р.Т.. — 628 с. — ISBN 5-9749-0016-2.
  • .
  • .
  • Ковалёва А. М. / под ред. Олейник В. С. — 15-е. — Барнаул: ГИПП "Алтай". — 136 с.
  • Пурдик Л. Н. / ред. Пестова Л. В. — Барнаул: Азбука. — 256 с. — ISBN 978-5-93957-230-9.

Каçăсем

Шаблон:Алтай крайĕ