Абрамов Пётр Петрович
Ошибка Lua в Модуль:Hatnote на строке 140: bad argument #1 to 'gmatch' (string expected, got nil).
| Абрамов Пётр Петрович | |
|---|---|
| |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1915 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ (26-мӗшӗ) |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 2007 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ (91 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ | Çар авиацийĕ |
| Звани | |
| Часть | 1-мĕш Украина фрончĕн 2-мĕш сывлăш çарĕн 6-мĕш гварди бомбӑлакан авиаци корпусĕн 1-мĕш гварди бомбӑлакан авиаци дивизин 81-мĕш гварди бомбӑлакан авиаци полкĕн отряд командирĕ |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
| #redirect Шаблон:Карточка/Викисклад | |
Абрамов Пётр Петрович (1915 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ [26-мӗшӗ], Полтавченское[d] — 2007 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ, Ростов-Тан-çинчи) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 1-мӗш Украина фрончӗн 2-мӗш сывлӑш ҫарӗн 6-мӗш гварди бомбӑлакан авиаци корпусӗн 1-мӗш гварди бомбӑлакан авиаци дивизин 81-мӗш гварди бомбӑлакан авиаци полкӗн отряд командирӗ, гварди аслӑ лейтенанчӗ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1948), подполковник (2000).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Раҫҫей империн Кубань тӑрӑхӗнчи Полтавченское салинче ҫӗр ӗҫченӗ ҫемьинче ҫуралнӑ. Вырӑс.
1942 ҫултанпа ВКП (б) /КПСС пайташӗ. 1933 ҫулта Дон-ҫи-Ростоври ҫыхӑну ФЗУ-нче, 1937 ҫулта Батай граждан авиацийӗн шкулӗнче вӗренсе тухнӑ. Гражданла Сывлӑш Флотӗнче пилот пулса ӗҫленӗ.
Хӗрлӗ Ҫарта 1941 ҫултанпа. 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.
1-мӗш Украина фрончӗн 2-мӗш сывлӑш ҫарӗн 6-мӗш гварди бомбӑлакан авиаци корпусӗн 1-мӗш гварди бомбӑлакан авиаци дивизин 81-мӗш гварди бомбӑлакан авиаци полкӗн отряд командирӗ, гварди капитанӗ Беларуҫпе Украина партизанӗсене хӗҫ-пӑшалпа апат-ҫимӗҫ ҫитерес тӗлӗшпе палӑрнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче хастар летчик-гвардеец пӗтӗмпе 300 вӗҫев тунӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1948 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Абрамов Пётр Петрович капитана Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№7794) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Сывлӑш ҫар вӑйӗсенче хӗсметне малалла тӑснӑ. 1946 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа П. П. Абрамов майор — запасра. 2000 ҫулта — подполковник.
Дон-ҫи-Ростовра пурӑннӑ. 2007 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнче вилнӗ. Хулан Ҫурҫӗр масарӗнче пытарнӑ.
Астӑвӑм
Дон-ҫи-Ростовра Паттӑр пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[1].
-
Совет Союзӗн Паттӑрӗн Пётр Абрамовӑн вилтӑпри
-
Асӑну хӑми
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (23.02.1948, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 7794);
- Ленин орденӗ (23.02.1948);
- икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (01.02.1944, 29.02.1944);
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ (11.03.1985);
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн II степенӗ (05.06.1943);
- икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (26.11.1941, 07.08.1942);
- «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль;
- «Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин партизанне» медалӗн 1 степенӗ (26.12.1944);
- медальсем.
Ӑнлантарусем
- ↑ Доски героям. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
Каçăсем
Абрамов Пётр Петрович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Раштавӑн 26-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1915 ҫулта ҫуралнисем
- Авӑнӑн 18-мӗшӗнче вилнисем
- 2007 ҫулта вилнисем
- Раççейре вилнисем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- «Берлина илнĕшĕн» медальпе чысланисем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- КПСС пайташӗсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- I степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрсин орденӗн кавалерӗсем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи лётчиксем
- «Ӗҫ ветеранӗ» медале тивӗҫнисем
- Жуков медальне тивӗҫнисем
- «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941-1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 50 ҫул ҫитни» медале тивӗҫнисем
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941-1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 60 ҫул ҫитни» медале тивӗҫнисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941-1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 40 ҫул ҫитни» медале тивӗҫнисем

