Контент патне куҫ

Ĕнчӗ

Мегавики материалӗ
Ĕнчĕ
Ĕнчĕ, Тобахули (Япони)
Формула Арагонит тата конхиолин
Тĕс Шурă, сăрăрах, кемĕл, ытлăн, крем, кăвак, симĕс, хура, сăрă, шупка
Йĕр тĕсĕ Шурă
Янкăрлăх Витĕр курăнакан, витĕр курăнман
Хытăлăх 3-4
Çыпăçтарулăх Çук
Катăлни Хупăллă
Тачăлăх 2,60 - 2,78 г/см³
Çутă пăрăнни 1,52 - 1,66, хуррин - 1,53 - 1,69

Ĕнчĕ (китай. 珍珠, пиньинь zhēn zhū, палл. чжэнь чжу) — хăшпĕр моллюскăсен раковинисенче çитĕнекен хытă çавра япала. Органика пĕрлешĕнĕвĕсен минерал класĕ йышне кĕрет. Ахах-мерчен чулĕ шутланать, ювелир япалисене асталанă чухне усă кураççĕ.

Тупăшлани

Тинĕс ĕнчине Хĕрлĕ тинĕспе Перс кӳлмекĕнче, çаплах Шри-Ланкапа Япони çыранĕсем çумĕнче шыва чăмакансем (ама) пуçтараççĕ. Тăрă шыври ĕнчĕне Германире, Раççейре, Китайра тата Çурçĕр Америкăри патшалăхсенче тупăшлаççĕ.

Калчаланă ĕнчĕ

калчаланă тинĕс ĕнчине ӳстермелли ферма

Ĕнчĕне имитациленисем

Ĕнчĕ хаклавĕ

Ĕнчĕ мăй çыххи

Ĕнчĕне пахалама çиччĕ хаклав критерипе усă кураççĕ.

Ӑнлантарусем

Каçăсем