Контент патне куҫ

Ҫӗнӗ Пӑва

Мегавики материалӗ
Ял-хула
Çĕнĕ Пăва
Ялав Герб
Ялав Герб
55°09′15″ с. ш. 47°49′56″ в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей Федерацийӗ Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ Чăваш Ен
Муниципаллă район Елчĕк районĕ
Ял тăрăхĕ Курнавăш
Историпе географи
Сехет тӑрӑхӗ UTC+3:00
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ 475[1] ҫын (2010)
Национальноҫсем чăвашсем
Цифра идентификаторӗсем
Телефон кочӗ +7 83549
Почта индексӗ 429384
ОКТМО кочӗ 97555000226
ОКАТО кочӗ (2014 ҫулччен) 97255830004
Номер в ГКГН 0120692
Карттӑна кӑтарт/пытар
Çĕнĕ Пăва на карте
Çĕнĕ Пăва
Çĕнĕ Пăва


Çĕнĕ Пăва, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял.

1927 çулчен Пăва ятлă пулнă.

Тавралăхĕ

Пăва юханшыв хĕрринче вырнаçнă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 475 çын, çав шутра 243 арçын, 232 хĕрарăм пурăннă[2]. 2004 çулта кунта 213 кил пулнă, пурĕ 645 çын пурăннă. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 212 çын хутшăннă, вĕсенчен 115 çапăçусенче пуçĕсене хунă.

Ялта телефон станциĕ, ял вулавăшĕ, вăтам шкул, культура çурчĕ, çыхăну уйрăмĕ, фельдшер-аккушер пункчĕ пур.

Кун-çулĕ

Яла XVII ӗмӗр пуçламăшĕнче Цыгановсем никĕсленĕ. Вĕсем хальхи Вăрмар районĕ вырăнĕсенчен кунта куçса килнĕ. Çак вăхăтрах кунта христиан тĕнне вăйпа кĕртессинчен çылăнса тарнă темиçе тутар кил-йышĕ килсе вырнаçнă. 1820 — кунта пурăнакан 40 çын христиан тĕнне йышăнма килĕшнĕ.

1921 çулхи чӳк уйăхĕн 19 Тетюш уесĕн Курнавăш вулăсне, каярах вара 1927-мĕш çулчен Патăръел уесĕн Курнавăш вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Кĕçĕн Елчĕк районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Елчĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Патăръел районне, 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Елчĕк районне кĕрет.

1892 çулта ялта 2 класлă шкул никĕсленĕ. Ун хыççăн вăл пуçламăш, тулли мар вăтам шкул пулса тăнă. 1937 çулта вара вăтам шкул туса хунă.

1929 çулта кунта «Сатурн» колхоза йеркеленĕ. 1956 çулта радио кĕртнĕ, 1960 çулта — электричество. 2003 çулта яла газ кĕртнĕ.

Паллă çыннисем

Çав. пекех

Вуламалли

Ӑнлантарусем

Каçăсем